Шупашкарти Мускав ҫыранӗн ячӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑмах хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем ҫырана Мускав ятне панине килӗштермеҫҫӗ имӗш. Мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки чылайӑшӗ Элтепертен ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
Ҫак хыпара тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтерчӗ. Ун хыҫҫӑн Элтепер сӗнӗвӗнчен тӑрӑхлакансем тупӑннӑ. «Шупашкарӑн Мускав районӗнче пулнине пӗлмест-им?», — йышши сӑмахсемпе ҫеҫ ҫырлахман. Вӗсем «Сӑнсем ()», —йышшисем ҫырса тултарнӑ. Тепри тата: «Вак-тӗвекпе аппаланмалла мар. Чӑваш Енӗн аслӑ ӑсӗ кушака мӗншӗн кушак теҫҫӗ ыйтӑва хускатсан вырӑсла калаҫакан 200 миллион ҫын чунне хускатӗ», — тенӗ.
Хальхи вӑхӑтри информаци технологийӗсем малалла аталанса пыраҫҫӗ. Ҫавна май пурнӑҫ палӑрмаллах ҫӑмӑлланать. Пӗр-пӗр ӗҫ тӑвассишӗн ӗҫрен ыйтса кайса е черетре ларса вӑхӑта ҫухатмалла мар. Патшалӑх е муниципалитет кӳрекен хӑш-пӗр пулӑшӑва тӗнче тетелӗ урлӑ илме май пур.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче ҫӗнӗ информаци ресурсӗ ӗҫлесе кайнӑ. Хушма пӗлӳ паракан организацисен сайт-навигаторӗ пулӑшнипе кружоксемпе секцисене килте ларсах ҫырӑнма май килӗ.
«Навигатор дополнительного образования Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республиикн хушма пӗлӗвӗн навигаторӗ) сайтри информаципе тӗрлӗ ҫулхи ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе усӑ курайӗ. Хальхи вӑхӑтра унта 125 организацин 1200 ытла программине вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑк арҫын Мускавра ҫынсенчен апат ыйткаласа ҫӳрет. Ҫакӑн пирки vistanews.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче пӗр пике ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл хӗр тусӗсемпе кафере апатланнӑ чух пӗр ыйткалакан пынӑ, апат ҫитерме ыйтнӑ. Хӗрсем ӑна валли ҫимелли туяннӑ, вӑл мӗншӗн урам тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ.
Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, Мускава Шупашкартан ӗҫлеме кайнӑ. Унта пӗр ҫурт тара илсе пурӑннӑ. Анчах пушар тухса ҫурта тӗп тунӑ, арҫыннӑн докуменчӗсем ҫунса кайнӑ имӗш. Укҫасӑр, документсӑр этем, хӑйӗнпе вӑл Георгий тесе паллаштарнӑ, тӑван тӑрӑхне ҫитейменнине пӗлтернӗ, тӑванӗсене шырса тупма пулӑшма ыйтнӑ.
Тӗнче тетелӗнчисем арҫын историне ӗненменнине, хӑй вӑл ҫавӑн пек пурнӑҫа суйланӑ тесе шухӑшланине палӑртнӑ.
Ҫак эрнере, шӑматкун, Шупашкар район центрӗ, Кӳкеҫ, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унта пурӑнакансене уяв ячӗпе саламланине ҫакса хунӑ. Вӗсенчен пӗри «уралнӑ кун ячӗпе, юратнӑ поселок» тесе курӑнать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ларакансем шӑпах ҫавӑнтан тӑрӑхлама пуҫланӑ та.
«Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) ушкӑнра «Мана тӗрӗсех куҫарса пачӗҫ-и? Кӳкеҫсене урӑлнӑ ятпа саламлаҫҫӗ-и?» тесе вырӑсла ҫавӑрттарнӑ, сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Михаил Вансяцкий журналист: «Кӳкеҫри саламсем — ку вӑл уйрӑм юрӑ. Ӑна хаваслӑ ачасем ҫакаҫҫӗ. Хуняма ҫурчӗ патӗнчен шӳтлемесӗр иртместӗп. Никама та кӳрентерес мар тесе ҫакна ӑнлантарам: чӑвашла эп виҫҫӗлӗх пӗлетӗп, арӑм куҫарса пачӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра.
Сайтри йӑнӑшсем пирки пӗлтермелли хатӗре ҫӗнетни пирки хыпарлатпӑр. Малашне Ctrl+Enter пуссан эсир тупнӑ йӑнӑшсем пирӗн пата ҫитӗҫ (аса илтеретпӗр, вӗсене харӑс пусмалла). Ку сайтри йӑнӑшсене пӗчӗклетме май парӗ.
Унччен маларах унашкал механизм пирӗн сайтра пурччӗ, вӑл Orphus системӑпа усӑ курса ӗҫлетчӗ. Шел те, вӗсен системи ӗҫлеме пӑрахнӑран пирӗн сайтра та йӑнӑшсем пирки пӗлтермелли хатӗр юрӑхсӑра тухрӗ. Хальхинче эпир Mistakes ятлине вырнаҫтартӑмӑр. Йӑнӑш пӗлтерме вӑл хамӑр сайтпа кӑна усӑ курӗ, ӗҫленӗ чухне ытти ресурссене пӑхӑнса тӑмӗ.
Сӑмах май, аса илтеретпӗр, чӑвашла ҫырнӑ чухне Libre Office-ра тата Mozilla Firefox-ра ятарлӑ тӗрӗслев хатӗрӗсене лартма пултаратӑр. Тӗплӗнрех — Hunspell хатӗрӗн сайтӗнче.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тем ҫыракан та, темле шӳтлекен е чӑнласах калаҫакан та пур. Вӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Сергей Яковлев вырӑсла ӳкерчӗклӗ ҫапларах пост вырнаҫтарнӑ: «Чӑн-чӑн арҫыннӑн автомобилӗ Германинчен, сехечӗ Швейцаринчен, парфюмӗ Францинчен, костюмӗ Италинчен, арӑмӗ чӑваш пулмалла».
Ҫакна вуланисенчен хӑшӗсем питех те кӳренсе йышӑннӑ. Сергей Яковлев вырнаҫтарнӑ шӳтлӗ ӳкерчӗкре национализм сӗмӗ сисӗнет тесе айӑпланӑ. Ирина Шафранова ятлӑ хӗрарӑм: «Чи кирли — хӗрарӑм ӑнланакан ҫын пулни паха, ӑҫтан пулни пӗлтерӗшлӗ мар», — шухӑша палӑртнӑ. Пост авторӗ ҫухалса кайман: «Эп те ҫаплах калатӑп: чӑваш пултӑр», — шӳтлесерех ҫавӑрттарса хунӑ вӑл.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакансем унти тӗп автоҫул айӗн каҫмалли вырӑн тасамарлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче Анастасия Верховная ятлӑскер ҫапла ҫырса хунӑ: «Дорогие цивиляне, подскажите, как можно допустить такое? Неужели всем все равно?
Да и кто должен здесь убираться?» (чӑв. Хисеплӗ ҫӗрпӳсем, калӑр, тархасшӑн, ҫакӑн пек юрать-и вара? Нивушлӗ пуриншӗн те пӗрех? Камӑн кунта тирпейлемелле?).
Халӑх тетелӗнчи поста сӳтсе явма хутшӑнакансен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе хамӑр пурӑнакан вырӑна хамӑрӑн тасатмалла. Теприсем ҫӳп-ҫап контейнерӗсене ятарлӑ тытӑмсен вӑхӑтра турттармалла тесе палӑртнӑ. Ко
Ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑна «ДЭП-139» предприяти тытса тӑнӑ чух йӗркесӗр пулман текен те тупӑннӑ.
Нумай пулмасть Mozilla браузера хатӗрлекенсем ҫӗнӗ хатӗре хута янӑ — унӑн ячӗ «Common Voice». Тӗллевӗ ҫав тери пархатарлӑ — тӗрлӗ халӑхсен сассисене пухса вӑл базӑпа усӑ курса тӗрлӗ программӑсене сасӑлама май туса парасси. Пухӑннӑ сасӑсемпе кашни программҫӑ усӑ курма пултарӗ.
Ытти чӗлхесемпе пӗрлех ку хатӗрте чӑваш чӗлхи валли те вырӑн тупӑннӑ. «Хавал» ушкӑн асӑрханӑ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесене илес пулсан виҫӗ чӗлхе ҫеҫ хальлӗхе кӗме пултарнӑ — чӑваш, вырӑс тата тутар чӗлхисем.
Common Voice туллин ӗҫлесе кайтӑр тесен пухмачра пин ытла ҫырса илнӗ сасӑ кирлӗ — пӗчӗккисен те, аслисен те, ваттисен те. Литература чӗлхипе калаҫакансен сассисем те кирлӗ, вырӑнти калаҫуллисен те — турисен, анат енчисемпе анатрисен.
Ку проекта пурнӑҫ пама кашни ҫын хутшанайрать. Ҫав шутра — эсир те. Ятарлӑ каҫӑпа куҫмалла та проект сӗнекен пуплевӗшсене (предложенисене) микрофонпа усӑ курса сасӑламалла. Ку пӗрре те йывӑр ӗҫ мар. Кашни пӗр вунӑ пуплевӗш сасӑласан ҫак сасӑ пуххи самай пуянланса юлӗ.
Ку проектпа тӗплӗнрех «Хавал» уйлӑхра паллаштарӗҫ.
Ӗпхӳри чӑвашсен «Хӗвел» центрӗ «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари И. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче «Салам—2018» фестиваль иртнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, чӑваш юррин тата ташшин республикӑри фестивальне йӗркеленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, мероприяти пирки маларах анонсланӑ.
Республика шайӗнчи фестиваль 13 сехетре пуҫланнӑ. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине тӑнӑ.
Чӑваш юррипе ташшин «Салам—2018» фестивальне Пушкӑртстанри халӑхсен туслӑх ҫурчӗн чӑваш культурин обществи, Ӗпхӳри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Уява хула ҫыннисене тата хӑнисене йыхравланӑ. Вырӑнтисем ирттерекен чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ уяв унӑн йӗркелӳҫисене ҫеҫ мар, унта хутшӑннисене те килӗшессе шанма май пур.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем урамри юпаран хӑраҫҫӗ. Райцентрти Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 14-мӗш тата 15-мӗш ҫуртсенчисем хӑйсен пӳрчӗсем умӗнчи чалӑшнӑ ҫутӑ юпи персе анасран шикленеҫҫӗ.
«Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) халӑх ушкӑнӗнче ҫырнинче «SOS» тесех палӑртнӑ.
Ҫынсем ҫутӑ юпине ылмаштаракан подряд организацине ҫӗрӗк юпана ҫӗнетме ыйтаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла юпасене ҫӗннисемпе улӑштарнӑ иккен, маларах асӑннӑ ҫуртсем умӗнчине тӗкӗнмен.
Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамӗн вӗҫӗнчи чалӑшса кайнӑ юпа кирек хӑш самантра персе анма пултарнине палӑртакан ҫынсем яваплисем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Мӗнрен тата мӗншӗн шикленнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |